Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем чӑваш орфографине ылмаштарассине хирӗҫ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Чӑваш чӗлхин правилисене ылмаштарас сӗнӗве (вӗсем, сӑмахран, хутӑш сӑмахсене пӗрлех ҫырмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ) Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсен ушкӑнӗ пуҫарнӑччӗ. ЧНК Шурсухалӗсен канашӗн кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче ку ыйтупа Денис Гордеев паллӑ ҫыравҫӑ тухса калаҫнине тӗнче тетелӗнчи видеоматериалсем тӑрӑх та паллашма май килчӗ. Ӑна Федор Мадуров скульптор, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Виталий Станьял чӗлхеҫӗ тата ытти паллӑ ҫын ырласа йышӑннине палӑртнӑччӗ. Пухӑва, сӑмах май, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсенчен хӑшӗсем те пухӑннӑччӗ. Ӑслӑ ҫынсем калаҫнине тӑнласа лараканскерсем вӗсем хушша-хуппа кӗмерӗҫ. Орфографие ылмаштарассине Николай Егоров чӗлхеҫӗ хытах хирӗҫлерӗ.
Пуху хыҫҫӑн хастарсем ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов патне ҫыру та янӑччӗ. Лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш парламенчӗн хӑшӗсем конгресс хастарӗсен шухӑшне ӑнланса йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрлехи ӗҫе вӗҫленӗ: «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» иккӗмӗш томӗ тухнӑ.
Пӗрремӗш том 2011 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта А-ран пуҫласа И саспаллирен пуҫланакан сӑмахсем кӗнӗ. Иккӗмӗш кенекере Й-К саспаллисенчен тытӑнаканнисем кӗнӗ.
Кӗнекере чӑваш сӑмахӗсен семантики пирки те информаци пур. Ҫавӑн пекех сӑмахсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхне ӑнлантарнӑ. Авторсем сӑмахсен, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен ӑнлантарӑвне илсе кӑтартнӑ, вӗсемпе илемлӗ литературӑра, публицистикӑра, фольклорта усӑ курнӑ тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Издательство сайтӗнчи аннотацире каланӑ тӑрӑх, «словаре Совет тапхӑрӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи лексикинче пулнӑ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн» хатӗрленӗ.
Ҫичӗ томлӑ словаре литературӑра тата калаҫу чӗлхинче усӑ куракан 100 пине яхӑн чӑваш сӑмахӗ, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӗртме палӑртнӑ.
Иккӗмӗш тома эсир «СУМ» лавккара туянма пултаратӑр — хакӗ 200 тенкӗ.
Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗсем черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Чӗлхе ӑстисем Вӑрмар вӑтам шкулӗнче «Тинӗс те типме пултарать» тата «Кольӑпа Дима Штрауспа паллашаҫҫӗ» темӑсемпе иртнӗ уроксенче пулнӑ.
Уҫӑ уроксене ҫак шкул вӗрентекенӗсем — Г.Н.Васильева тата Г.А.Левина — ертсе пынӑ. Кавал шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.Ю.Авакова «Йӑлана кӗнӗ урока ҫӗнӗллӗ ирттересси» ӑсталӑх класӗ ирттернӗ, вӗренӳ стандарчӗ ыйтакан пӗр меслетпе паллаштарнӑ. Чупайри вӑтам шкул вӗрентекенӗ Л.А. Цыфаркина хальхи вӑхӑтра уроксене икӗ культурӑна тӗпе хурса йӗркелемеллине палӑртнӑ, Александр Алкапа Александр Пушкинӑн хайлавӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ урокӑн пӗр пайӗпе паллаштарнӑ.
Ӑсталӑх класӗсем тата уҫӑ уроксем пурин кӑмӑлне те кайнӑ. Вӗрентекенсем ачасене тӑван чӗлхепе, чӑваш халӑхӗн литературипе ытларах кӑсӑклантармаллине палӑртнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне ҫулсерен нарӑсӑн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӗлхе халӑх культурине упрама пулӑшать. ЮНЕСКО палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫулсенче тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри ҫухалма пултарать.
Классика хӑҫан вуланине астӑватӑр-и? Александр Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсене хӑҫан тишкернӗ? Астумастӑр-и? Тӳрех ан пӑшарханӑр. Наци вулавӑшӗнче ҫак кӗнекесен «страницисене» уҫса пӑхма май пур. Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ умӗн Наци библиотекин электрон вулавӑшӗ электронлӑ вӗренӳ ресурсне хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин революцичченхи тӗпчевӗсене, чӑвашла тухнӑ кӑларӑмсене халалланӑ. Унта тӗрлӗ кӗнекен электронлӑ копиисем пур. Вӗсен йышӗнче — чӑваш букварӗсем, классика литературин чӑвашла куҫарӑвӗсем. «Чӑваш чӗлхи. Анне чӗлхи. Манӑн тӑван чӗлхе» виртуаллӑ куравра 27 кӗнекен электронлӑ копийӗ пур. Электрон ресурсне кӗнӗ кӑларӑмсем Наци библиотекин фончӗсенче упранаҫҫӗ.
Курав виҫӗ кун ӗҫленӗ хушӑра блогра ӑна 200 ҫын ытла пӑхнӑ. Вӗсем — Раҫҫейрен, АПШран, Турцирен, Германирен.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть…» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ.
Ҫавра сӗтелӗн кун йӗркинче чӑваш чӗлхин XXI ӗмӗрти шӑпине пӑхса тухнӑ — кунта институтӑн челхе пӗлӗвӗ пайенче ӗҫлекенсем сӑмах каланӑ. Ҫӑвӑн пекех вӗренӳри ҫӗнӗ саккунсене, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсемпе ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Ҫавра сӗтелте орфографи ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ шӑв-шав сӑлтавӗсене сӳтсе явнӑ, ӑна пула вӗренӳ ӗҫӗнче сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пӑхса тухнӑ.
Сӑнсем (15)
Виҫӗмкун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗ. Пирӗн тӳре-шара ку кун пирки ытлашшиех пӗлменнипех пулӗ унпа ҫыхӑннӑ мероприятисем сахалтарах иртеҫҫӗ. Ҫавах та пушшех те маннӑ теме май ҫук — хӑш-пӗр халӑх пӗрлӗхӗсем ӑна палӑртаҫҫех.
Ак ӗнер те, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче, ҫак уява халалласа «Хавал» пӗрлӗх конференци ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗн халӑхсен туслӑхӗн пӳлӗмӗнче пуҫланчӗ.
Чи малтанах пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов «Хавалӑн» тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ, вӗсене мӗн ҫине таянса пурнӑҫласси пирки пӗлтерчӗ. Тӗллевӗсене илес пулсан — вӗсем ҫакнашкал: чӑваш халӑхне хӑйӗн культурипе тата чӗлхипе мӑнаҫланма хӑнӑхтарасси, ҫывӑракан чӑвашлӑх туйӑмне вӑратасси тата ытти те. Ку ӗҫе «Хавал» ытти халӑхсене, культурӑсене тата тӗрлӗ тӗнсемпе харпӑр ҫын шухӑшӗсене хисеплесе ӗҫлеме шантарать.
Конференцире «Хавалӑн» проекчӗсене пӑхса тухрӗҫ — вӗсене мӗнле шая туса ҫитернӗ, мӗн чӑрмантарать. Сӑмахран, Forvo проектра чӑвашла сасланӑ сӑмахсене ытти проектрисем хуратнине пӗлтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех хавалҫӑсем чи анлӑ сарӑлнӑ чӑваш ячӗсен кӗнекине хатӗрлессипе, чӑваш чӗлхипе усӑ курман предприятисене ҫыру ҫырассипе, чӑваш чӗлхипе усӑ куракан хуҫалӑхсене тав туса ҫыру ярассипе, тӗрлӗ пӗчӗк видеороликсем тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ.
Ӗнер чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен республикӑри меслетлӗх фестивалӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫал ӑна вӗренӳ институтне уҫнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куҫӑнсӑр тапхӑра республикӑри шкулсенче ӗҫлекен вӗрентекенсем ултӑ теҫетке ытла ӗҫ тӑратнӑ.
Элӗк районӗнчи учительсем кӑҫалхипе иккӗмӗш хут унта хутшӑннӑ. Пӗлтӗр Элӗкри вӑтам шкулти М.М. Леонтьева тата Чӑваш Сурӑмри А.Г. Петрова ҫӗнтерӳҫӗсен ретне кӗнӗ. Кӑҫал та Элӗк вӗрентекенӗсем чӑваш чӗлхине аван ӑша хывтарнине кӑтартса панӑ. Маларах асӑннӑ М.М. Леонтьевапа А.Г. Петрова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Юнтапари В.П. Нестерова — виҫҫӗмӗш.
И.Я.Яковлев ячӗлле Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗн-и?» ятпа регионсен хушшинче куҫӑн мар майпа олимпиада ирттернӗ.
Олимпиадӑна 5–7-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Унта Комсомольски районӗнчи Явӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ те палӑрнӑ. Арина Галкина 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Лариса Ивановна Никифорована хӗрачана олимпиадӑна хатӗрленӗшӗн Хисеп хутне панӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал Орфографи словарьне тепӗр хут пичетлесе кӑларасшӑн иккен. Кунашкал сас-хура пирӗн пата ҫитнӗ хыҫҫӑн эпир чи малтанах издательство сайтне кӗрсе пӑхрӑмӑр — унта вӑл кӗнеке 2014 ҫулхи планра тӑни курӑнмарӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Алексеев Валерий Николаевич патне шӑнкӑравласа ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн Ю.М. Виноградов хатӗрленӗ кӗнекене чӑнах та плана хушни пирки пӗлтерчӗ. Ӑна вӗренӳ министерстви ярса панӑ план тӑрӑх кӗртнӗ пулать.
«Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ» унччен 2002 ҫулта 3 000 тиражпа тухнӑччӗ. Сӑмахсар материалӗсене А.А. Алексеев пухса хатӗрленӗ, И.П. Павловпа Ю.М. Виноградов ӑслӑлӑх редакторӗсем пулнӑ. Реценҫӑсен йышӗнче Л.П. Сергеевпа П.Я. Яковлев чӗлхеҫӗсем, Юрий Сементер сӑвӑҫ тата «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев пулнӑ. Унта пурӗ 40 пине яхӑн сӑмахпа сӑмах майлашӑвӗ кӗнӗ. Ҫав ҫулах, 2002 ҫулта, авторта Виноградовпа арӑмӗ тӑракан тепӗр словарь тухнӑ — ӑна вӗренӳ институчӗ кӑларнӑ. Шӑп та ҫак кӗнекене тӗпе хурса ӗнтӗ хальхи словаре кун ҫути кӑтартасшӑн та.
Аса илтеретпӗр: нумай пулмасть ЧНК Ваттисен канашӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов патне ҫырупа тухнӑ, унта вӗсем хальхи орфографине (уйрӑм ҫырассине) пӑрахӑҫласа малтанхи патне таврӑнма ыйтса ҫырнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тутар поэзийӗн анталогине чӑвашла куҫарнӑ. «Тутар поэзийӗн кӑшӑлӗ» ят панӑ сӑвӑ пуххине ыран Наци вулавӑшӗнче хӑтлӗҫ.
Анталогине тутарсен 123 поэчӗн хайлавӗ кӗнӗ иккен. Ҫав ятсен шутӗнче Габдулла Тукай, Дердменд, Муса Джалиль, Хасан Туфан ячӗсене асӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат кӗнекере вӑтам ӗмӗрте тӗрӗк чӗлхипе ҫырнӑ Кул Гали пӑлхар поэчӗ та вырӑн тупнине асӑрханӑ.
Хӑтлава Тутарстанӑн Писательсен союзӗн председателӗ Рафис Курбанов, асӑннӑ республикӑри чӑваш поэчӗ Евгений Турхан, Ренат Харис тутар поэчӗ хутшӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |